| 3530 | Пулассине куҫ курӗ теҫҫӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3531 | Пулассине мур пӗлет. | Иртни — Пуласси |
| 3532 | Пулассине Пӳлӗх пӗлет, малаллине мур пӗлет. | Иртни — Пуласси |
| 3533 | Пулассине сирме ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3534 | Пулассине Тур пӗлет. | Иртни — Пуласси |
| 3535 | Пулассинчен иртме ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3536 | Пулнӑ — иртнӗ, сӑмах пӗтнӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3538 | Пулнӑ — пултӑр, урӑх ан пултӑр. | Иртни — Пуласси |
| 3537 | Пулнӑ пулсан пулнӑ пултӑр, ҫылӑхӗ те ҫурмалла пултӑр. | Иртни — Пуласси |
| 3539 | Пулни пулнипе пӗттӗр, курни курнипе ирттӗр. | Иртни — Пуласси |
| 3540 | Пулни ҫумне пулманни те хутшӑнать. | Иртни — Пуласси |
| 3541 | Пулнине асаттесем курнӑ, хальхине пирӗн курмалла, пулассине ачасем курӗҫ. | Иртни — Пуласси |
| 3542 | Пулса иртнӗ ӗҫе куҫҫульпе тавӑрма ҫук. | Иртни — Пуласси |
| 3543 | Пулса иртни — ҫутӑ, пуласси — тӗттӗм. | Иртни — Пуласси |
| 3544 | Ҫухалнӑ укҫа тупӑнӗ, иртнӗ вӑхӑт таврӑнмӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3545 | Хӑмаҫ тӑхӑнакан вутра ҫунӗ, шурӑ тӑхӑнакан райра пулӗ. | Иртни — Пуласси |